Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш интернечӗ: Малашлӑха пӗрле утар

Юлашки вӑхӑтра хаҫат кая юлса ҫитекен массӑлла хыпар хатӗрӗсен шутне кӗме пуҫларё, малти вырӑнта - радиопа телевидени. Тутарстанри телеканалсенчен пӗринче чӑвашла телепередача йӗркелесси - час пулакан япала мар, ҫавӑнпа та тепӗр меслет шырамалла. Вӑхӑт иртет-ҫке. Ку ӗҫре, паллах, малти ретре ҫамрӑксем пыраҫҫӗ, ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе (каҫхине йунӗрех пулнӑран-и ?) вӗсем Интернета чӑвашлатас тӗлӗшпе тӑрӑшаҫҫё. Ак нумай пулмасть Интернетра ҫӗнӗ «Чуваш.орг» ятлӑ сайт ҫуралчӗ. Ӑна йӗркелесе пыракансенчен пӗринпе, Хусан патшалӑх технологи университечӗн аспиранчӗпе, Игорь Алексеевпа пирӗн корреспондент курса калаҫрӗ.

— Юлашки ҫулсенче пирӗн пурнӑҫа Интернет хӗрӳ ҫил евӗр вӑркӑнса кӗрсе кӗске вӑхӑтрах ӑна улӑштарса ячӗ. Уйрӑмах ҫамрӑксем ку ҫӗнӗлӗхе хапӑлласах йышӑнчӗҫ. Анчах та пурнӑҫ вырӑнта тӑмастъ. Ку тӗлӗшпе тата ҫӗнӗлӗхсем те пур-тӑр. Чӑвашсене вӑл мӗнле пулӑшу пама пултарать?
— Чӑн та, шутласа пӑхсан, темиҫе ҫул каялла Интернетсӑр мӗнле пурӑннӑ-ши эпир? Халӗ, мӗнле те пулин ыйту сиксе тухрӗ-тӗк, вӗсене татса пата эпир тӳрех унта «чӑматпӑр». Вӗренӳре те, ӗҫре те, кулленхи пурнаҫра та час-часах пулӑшать вӑл пире. Чӑвашлӑх аталанӑвне илес пулсан, ку ӗҫе Интернет ҫӗнӗ шая ҫӗклеме май парать. Тӗслӗхрен, эпир Иктернетра пӗрлӑх йӑркелерӗмӗр. Вӑл кунта чӑваш тытӑмне аталантарас тӗлӗшпе ӗҫлет. Ӑна эпир сахал мар канашланӑ хыҫҫӑн «Чӑваштет» ят пама шутларӑмӑр. Чӑваштет сӑмах «Чӑваш» тата «Тетел» сӑмахсенчен йӗркеленнӗ, урӑхла каласан, вӑл тӗнчери тӗрлӗ кӗтессенче пурӑнакан чӑвашсене пӗрлештерсе тӑрӗ.
— Эсир вӑл - камсем?
— Эпир вӑл - Николай Плотников (Шупашкар - Чулхула), Виктор (псевдоним Reflejo, АПШ), Алатар (Санкт-Петербург), CRadio (Мускав), havas-аппа (Мускав), Кir (Мускав), Анатолий Миронов (псевдоним Chavash, Калининград - Германи), Игорь Алексеев (псевдоним Igruk, Хусан-Шупашкар) тата ыттисем. Эпир «Чӑваштета» аталанма кирлӗ условисене ҫирӗплетме тӑрӑшатпӑр. Шрифтсем суйлатпӑр, клавиатура раскладкисем тӑватпар, компьютер программисене алла илме пулӑшатпӑр. Chuvash.оrg сайт администраторӗ Николай Плотников. Вал туса кӑларнӑ клавиатура раскладкине пула чӑвашла ҫырса хатӗрленӗ информацие ҫӑмӑллӑнах Интернетра вырнаҫтарма пулать.
— Чӑваш чӗлхипе, унан историйӗпе тата культурипе интересленекенсене Интернет мӗнле пулӑшма пултарать?
— 2004 ҫулхи декабрь уйӑхӗнчен чӑваш проекчӗсене www.wikimedia.org порталта вырнаҫтарса аталантарма тытӑнтӑмӑр. Пирӗн тӗп проект — Википедин чӑваш уйрӑмӗ. Халӗ унта вырнаҫтарнӑ статьясен шучӗ 2000 патне ҫывхарса пырать. Унта паллӑ чӑвашсем ҫинчен калакан материалсемпе паллашма, чӑваш тӗнчи ҫинчен тӗплӗнрех пӗлме пулать. «Сувар» хаҫат панӑ майпа усӑ курса эпир мӗнпур чӑвашсене Википедин чӑваш уйрӑмне ҫырса тултарас ӗҫе активлӑрах хутшӑнма чӗнсе каласшӑн. Енчен те эсир чӑваш чӗлхине лайӑхах пӗлместӗр-тӗк, чӑваш тематики ҫинчен вырӑсла е акӑлчанла ҫырса парса пулӑшма та пултаратӑр. Йӑхташӑмӑрсен пурнӑҫӗпе, историйӗпе, йӑли-йӗркисемпе ытти халӑхсене паллаштарни те питӗ пысӑк та кирлӗ ӗҫ.
Википеди — уҫӑ проект, унта паянхи куна мӗнпур тӗнчери 200 ытла халӑх чӗлхипе ҫырнӑ уйрӑмсем пур. Унӑн тӗллевӗ — ирӗклӗ, пурте усӑ курма пултаракан нумай чӗлхеллӗ энциклопеди тӑвасси. Википедире кашни ҫынах хӑй ҫырнӑ статьясене, калавсемпе сӑвӑсене е ыттине те вырнаҫтарма пултарать. Унччен ыттисем ҫырса вырнаҫтарнӑ материалсене те, йӑнӑшсем пулсан тӳрлетме пултарать. Ӑна валли никамран нимле чару та ҫук. Укҫа та кирлӗ мар, компьютер тата Интернета кӗме май кӑна пултӑр. Ҫавӑнпа та хальхи вӑхӑтра Википеди тӗнчери чи хӑвӑрт аталанакан Интернет-ресурс пулса тӑчӗ. Ку проекта хутшӑнма ним чухлӗ те иккӗленме кирлӗ мар, йӑнӑшрӑр-тӑк, сире урӑххисем тӳрлетӗҫ, пулӑшӗҫ.
— Чӑвашла теле- тата радиопередачӑсене Чӑваш Республикинчен аякра пурӑнакансем кураймаҫҫӗ, итлеймеҫҫӗ. Ку тӗлӗшпе ҫӗнӗ технологисем пулӑшма пултараҫҫӗ-и?
— Пултараҫҫӗ, паллах. Ҫӳлерех асӑннӑ СRadio (Мускав) тӑрӑшнипе Иктернет-радио ӗҫлет, унта кӗрсе Интернет урлӑ тӗнчери пур кӗтесрен те кашниех чӑвашла юрӑсем итлеме пултарать. Ҫакӑнпа пӗрлех Раҫҫейре пурӑнакан ытти халӑхсен чӗлхисемпе те радиостанцисем йӗркеленӗ. Унсӑр пуҫне эпир Интернетра чӑваш юррисен архивне йӗркелерӗмӗр. Эсир унтан яланах кирлӗ чухне кӗрсе чӑвашла юрӑсене тӳлевсӗрех куҫарса илсе итлеме пултаратӑр.
— Халӗ, тӑван чӗлхепе интересленме пуҫланисен шутӗнче ҫамрӑксене те сахал мар асӑрхама пулать. Шел пулин те, чылайӑшне ашшӗ-амӑшӗ ачаранах тӑван чӗлхене вӗрентмен. Вӗсем вара пурпӗрех ун патнелле туртӑнаҫҫӗ. Вӗсене еплерех пулӑшмалла?
— Эпир чӑвашла-вырӑсла кӗске словарӗн (4 800 сӑмах) Lingvo программи валли электронлӑ верси хатӗрлерӗмӗр. Халӗ 40 000 сӑмахлӑ чӑвашла-вырӑсла электронлӑ словарь тӑвас тӗлӗшпе ӗҫлетпӗр. Унсӑр пуҫне эпир чӑваш чӗлхин электронлӑ словарьне тӑвас тӗлӗшпе тимлетпӗр. Проектра тата чӑвашла-акӑлчанла вӗрентӳҫӗ. Куратӑр ӗнтӗ, плансем пӗчӗк мар, ҫавӑнпа та ку ӗҫе «Сувара» вулакансем те хутшӑнасса шанас килет. Самоучительсемпе эсир хӑвӑр кӑна мар, сирӗн тӑванӑрсемпе пӗлӗшӗрсем те, ачарсем те усӑ курма пултарӗҫ. Материалсене пурне те эпир Интернетра ирӗклӗн усӑ курма май паракан йӗркепе вырнаҫтарма шутлатпӑр.
— Калаҫу пуҫламӑшӗнче эсӗ чӑвашла сайт уҫни ҫинчен асӑнтӑн. Ун ҫинчен тӗплӗнрех пӗлме ҫук-ши?
— Ку сайт www.chuvash.org адреспа вырнаҫнӑ. Унӑн тӑватӑ версийӗ пур: чӑвашпа, вырӑсла, акӑлчанла тата эсперанто уйрӑмӗсем. Сайта wiki-технологийӗсемпе усӑ курса тунине пула, унта кашниех тӳрлетӳсем кӗртме, хӑйсен информацине вырнаҫтарма пултарать.
Пирӗн сайт ҫинче форумсем, блоксем (дневниксем) пур. Унта регистрациленнӗ кашни ҫыннӑн хӑйӗн дневникне ҫырса пыма май пур. Кун кӗнекинче вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырма, куллен пулса иртекен пулӑмсене хак пама, хӑйӗн статйисене, сӑввисене, калавӗсене вырнаҫтарма пултаратъ. Сообществӑна хутшӑнакансем анкетӑсем тултараҫҫӗ. Вӗсем пӗр шухӑшлӑ ҫынсене пӗр-пӗрне тупса паллашма пулӑшаҫҫӗ.
Пирӗн электронлӑ библиотекӑра эсир чӑваш писателӗсемпе поэчӗсен чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ произведенийӗсемпе паллашма пултаратӑр. Электронлӑ библиотекӑна материалсемпе тултарма пулӑшсан та питӗ лайах пулӗччӗ. Ӑна валли кӗнекесене сканерламалла (сканер витӗр копи туса электронлӑ формӑна куҫарни) та электронлӑ кописене сайт ҫине вырнаҫтармалла е Николай Плотникова электронлӑ почтӑпа ярса памалла. Кӗнекесене еплерех сканерласси тата ытти ыйтусем ҫинчен пирӗн форумра вуласа пӗлме пултаратӑр. Хӑвӑрӑн произведенисене вырнаҫтарсан ун ҫинчен мӗнпур чӑваш тӗнчи пӗлӗ. Унсӑр пуҫне сайт ҫинче сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарма та юрать.
Сайт ҫинче ӗҫлекен форумсем ҫинчен уйрӑммӑн каласа хӑварас килет. Вӗсем урлӑ пурте чӑваш культурипе, историйӗпе, чӗлхипе ҫыхӑннӑ тата ытти ыйтусене ирӗклӗн сӳтсе явма, пӗр-пӗринпе канашлама пултараҫҫӗ. Курасчӗ сирӗн, хӑш-пӗр чухне тӗрлӗ ыйтусемпе еплерех хӗрӳ тавлашусем пыраҫҫӗ унта. Форумри наци ыйтӑвӗсемпе ҫыхӑннӑ темӑсене сӳтсе явнӑ ҫӗре чӑвашсем кӑна мар, вырӑссем те, тутарсем те, пушкӑртсем те, ытти халӑх представителӗсем те тӑтӑшах хутшӑнаҫҫӗ. Ҫапла вара, пӗр-пӗринпе канашласа, час-часах тавлашса тӗрӗсрех шухӑш ҫуралать те.
Пирӗн пӗрлӗх 2005 ҫулхи сектябрӗн 9-мӗшӗнче йӗркеленчӗ. Плансем пирӗн питӗ пысӑк, вӗсене пурнӑҫлама, паллах, ҫынсем кирлӗ. Сире пурне те пире пулӑшма чӗнетпӗр. Ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курса чӑваш халӑх малашлӑхӗшӗн, чӑваш чӗлхипе культурине аталантарассишӗн пӗрле, алла-аллӑн тӑрса ӗҫлесчӗ.

Игорь МАТВЕЕВ калаҫнӑ.
Сувар, 1№ (80), 27.01.2006>>

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Пирӗн пӗрлӗх ҫинчен ҫырнӑ ытти статьясене


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-07-01 22:20:01 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 10409 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем